Элӗк районӗнчи Якунькӑ ялӗнче пурӑнакан 38 ҫулти арҫынна хӗрарӑм ҫумне ҫулӑхнӑшӑн тытса чарнӑ. Вӑл хӑйӗн арӑмӗ пулнӑ ҫын ҫумне ҫыпӑҫнӑ. Лешне ҫакӑ килӗшмен — йӗрке хуралҫисене евитленӗ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче арҫын Ҫӗмӗрле районӗнчи Эскетен ялӗнче арӑм пулнӑ ҫыннӑн тӑванӗ патне пырса кӗнӗ. Арӑмӗ мунчана кӗрсе кайсан вӑл ун хыҫҫӑн утнӑ. Арӑм пулнӑ хӗрарӑм ҫумне мунча пӳртемӗнче ҫулӑхма тытӑннӑ. Амӑшӗ пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑран хӗрарӑмӑн ывӑлӗ чупса пынӑ. Арҫын тухса тарнӑ. Анчах ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче чӑваш юррин «Кӗмӗл сасӑ-2020» фестиваль-конкурсӗ иртнӗ.
Ҫӗршыв шайӗнчи пултарулӑх ӑмӑртӑвне Пушкӑрт, Тутарстан республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи, Питӗр хулипе Ленинград облаҫӗнчи, Тӗмен тӑрӑхӗнчи тата Чӑваш Енри ӑстасем хутшӑннӑ.
Гран-прие Пушкӑртстанран килнӗ Анастасия Иванова тивӗҫнӗ. Ӑна тухья парнеленӗ тата 15 пин тенкӗ парса хавхалантарнӑ. Пӗрремӗш вырӑна Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Кристина Никитина ҫӗнсе илнӗ, иккӗмӗш вырӑна – Ленинград тӑрӑхӗнчи Роман Арсентьев, виҫҫӗмӗш вырӑна – Элӗк каччи Сергей Иванов тата Тутарстан пики Валерия Юманова.
Ушкӑнпа юрлакансене уйрӑммӑн хакланӑ. Пӗрремӗш вырӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти «Шевле» ансамбль ҫӗнсе илнӗ, иккӗмӗшне – Муркаш районӗнчи Илемпи Ивановӑпа Алена Дмитриева дуэчӗ.
Сереп – авалхи чӑваш сӑмахӗ. Вӑл ачасем хӑйсен ӳсӗмӗнче пӗр-пӗринпе чупассипе, сикессипе, ишессипе, кайӑк чӗпписене паллассипе, кӗпҫесем тупса ҫиессипе ӑмӑртнине пӗлтернӗ.
Элӗксен Серепӗ — Анатолий Трофимович Афанасьев (12.12.1920 – 18.02.2003), писатель, Чалтан вӑрҫин салтакӗ, педагог ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Вӑл Мӑн Тукташ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Вӑрҫӑччен Нурӑсри педагогика училищинчен вӗренсе тухнӑ. 1942–1945 ҫулсенче фронтра нимӗҫ фашисӗсемпе ҫапӑҫнӑ, йывӑр аманса таврӑннӑ. Анатолий Афанасьев старшина Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ пухнӑ, вӑрах вӑхӑт шкута ӗҫленӗ.
Вӑл хӑй тухса ҫӳрейместчӗ пулин те, Шупашкарти хаҫат-журнал тӗременлӗхӗсене унӑн сӑввисемпе тӗрленчӗкӗсене арӑмӗ Татьяна Федоровна тата пултӑрӗ (арӑмӗн шӑлнӗ) Вячеслав Степанов таврапӗлӳҫӗ тӑтӑшах илсе килетчӗҫ. Выртакан ҫын пурнӑҫшӑн пӗтӗм вӑйпа кӗрешнине ырласа, ӑна «чӑваш халӑх ӑсчахӗ» ят патӑмӑр. Унӑн паллӑрах кӗнекисем: «Хурӑн куҫҫулӗ», «Уйӑх юрри», «Хӑмӑш юрри, «Аттесем ҫук чухне», «Вӑрнар асамачӗ». Кӑҫал Анатолий Серепӗн 100 ҫулӗ тӗлне ҫӗнӗ кӗнеки — «Ҫырусен пуххи» (2020, Ҫӗнӗ вӑхӑт, 152 с.
Юпан 7-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Шуркасси ялӗнчи пӗр ҫемье патне участковӑй, водитель ҫитнӗ, упӑшкипе арӑмӗ тем пайлайман-мӗн. Вӗсем ҫакна тӗрӗсленӗ.
Арҫын полицейскисене курсан пӳртре питӗрӗнсе ларнӑ, пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма персе пӑрахассипе хӑратнӑ. Участковӑй алӑк леш енче пӑшал шӑкӑртатнӑ сасса илтнӗ. Крыльца ҫинче гильзӑсем тупнӑ.
Вырӑна Росгвардин спецназӗсем ҫитнӗ, полицейскисем те килнӗ. Темиҫе сехетрен арҫын килтен тухнӑ, хӗрарӑма ҫӗҫӗпе хӑратса вӑрмана кӗрсе ҫухалнӑ. Кӑштахран ӑна тытса чарнӑ. Хӗрарӑмӗ чиперех. Пӑшала ҫырмара тупнӑ. 57-ри арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Республикӑри журналистсем Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗпе тӗл пулса калаҫнӑ.
Лидия Власова 19 ҫулта ӗҫе кӳлӗннӗ. Элӗк районӗнчи Ҫирӗккасси ялӗнче ҫуралнӑскер Канашри педагогика училищинчен вӗренсе тухсан Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗн Атикасси шкулӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Пуҫласа шкул урати урлӑ ярса пуснӑ вунӑ хӗрачапа вунӑ арҫын ача хушшинче Чӑваш Енӗн Элтеперӗ пулас шӑпӑрлан та пулнӑ. Пӗчӗк Олег Николаев математикӑна уйрӑмах аван ӑнланнине аса илнӗ Лидия Власова.
Олег Николаевӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗ халӗ Шупашкарти 48-мӗш шкулӑн Чантӑрти корпусӗнче ӗҫлет.
Элӗк районӗнче Прокопьев усламҫа контракта вӑхӑтра пурнӑҫламаншӑн штрафланӑ. Республика прокуратури ӑна 214,4 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттернӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Прокопьев усламҫӑ виҫӗ урамри ҫула (вӗсем виҫӗ ялта вырнаҫнӑ) юсама контракт илнӗ, анчах палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне объектсене туса ҫитереймен. Юсамалли урамсем Элӗк районӗнчи Шӗмшеш ял тӑрӑхӗнче пулнӑ.
Предпринимателӗн ҫулсене ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗччен юсаса пӗтермелле пулнӑ. Ҫурлан 14-мӗшӗнче прокуратура ӗҫченӗсем объектсене тӗрӗслеме персе ҫитнӗ, анчах ӗҫе вӗҫличчен чылай юлнине асӑрханӑ. Ҫапла май усламҫа РФ КоАПӗн 7.32-мӗш статьян 7-мӗш пайӗпе айӑпланӑ, урӑхла каласан, контрактпа палӑртнӑ ӗҫе пурнӑҫлама пултарайманшӑн. Ку вара юлашкинчен контракт хакӗн 5 проценчӗпе танлашакан штрафпа ҫаврӑннӑ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен ӗҫченӗсем объектсенче килсе кайнӑ хыҫҫӑн унти ӗҫ хӑвӑртланнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Никольски – Етӗрне – Нурӑс» ҫул ҫинче чарӑнуран инҫех мар ҫын виллине тупнӑ. Полицейскисем вырӑна тӗрӗслесен «Шкода» машинӑн пайӗсене тупнӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, ҫав машина шӑпах ҫак ҫынна ҫапса хӑварнӑ та. Полицейскисем «перехват» планпа ӗҫленӗ, видеокамерӑсене пӑхнӑ.
Ҫул ҫинче тупнӑ хӗрарӑм 84 ҫулти кинемей пулнӑ. Вӑл – Элӗк районӗнчен, ҫав кун хӗрӗ патӗнчен тухса киле кайма тухнӑ.
Ҫак кинемее ҫапса хӑварма пултарнӑ водителе те тупнӑ. Вӑл – Йӗпреҫре пурӑнакан 44 ҫулти арҫын. Унӑн «Шкода» машини ҫинче сиенленнӗ йӗрсем пулнӑ. Анчах хальлӗхе ҫак арҫын айӑпне йышӑнмасть. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫунана ҫулла, урапана хӗлле хатӗрлемелле. Паян ҫакӑн пирки «Газпром межрегионгаз Чебоксары» организаци ертӳҫи Кияметдин Мифтахутдинов аса илтернӗ. Вӑл журналистсене пресс-конференцие пхнӑ. Унта газ укҫипе парӑмлисем пирки сӑмах хускатнӑ.
Ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисен компани умӗнче парӑмлӑ тесе пӗлтерет пресс-конференцие хутшӑннӑ Валентина Багадерова журналист. Элӗк, Вӑрнар, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне районӗсен тата Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенче парӑм виҫи уйрӑмах пысӑк иккен.
Республикӑри икӗ шкулта вируслӑ пневмонипе чирлекенсем нумайланнӑ. Сӑмах – Шупашкарти 55-мӗш шкул тата Элӗк районӗнчи Вутлан шкулӗ пирки.
Вутланри пӗлӳ ҫуртӗнче пӗр класра икӗ ача вируслӑ пневмонипе чирленӗ. Роспотребнадзор ҫак шкулсенче тӗрӗслев ирттерме пуҫланӑ. Ведомство специалисчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсенче халӗ ОРВИпе, гриппа чирлекенсем те нумайланаҫҫӗ. Ҫавна май Роспотребнадзор хӑш-пӗр мерӑсем йышӑнма сӗнет. Тӗслӗхрен, класри ачасен 20 проценчӗ чирлесен унта вӗренӗве чарса лартмалла.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Севастополь хулинче чӑваш ҫыннине асӑнса хисеп хӑми уҫнӑ. Ҫав ятпа унта савӑнӑҫлӑ митинг иртнӗ. Хулари 10-мӗш гимназин ҫине вырнаҫтарнӑ мемориал хӑмине Чӑваш Енре ҫуралнӑ Мирон Ефимова халалланӑ. Вӑл — Совет Союзӗн Геройӗ.
Аса илтерер: Мирон Ефимович 1915 ҫулта Элӗк районӗнчи Самушка ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс Сурӑмӗнчи тата Элӗкри шкулсенче вӗреннӗ, Шупашкарти педагогика институтне пӗтернӗ, учитель пулса ӗҫленӗ.
Комсомол путевкипе Мирон Ефимов Ейскри ҫар авиаци училищинче вӗреннӗскер летчик-истребитель пулса тӑнӑ. Икӗ хут Хӗрлӗ ялав орденне тивӗҫнӗ. 1942 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна «Совет Союзӗн Геройӗ» ят панӑ.
1961 ҫултан отставкӑна кайсан Мускав хулинче пурӑннӑ. Пурӑннӑ чухнех Крымра тата Севастопольте Мирон Ефимов подполковник ячӗпе палӑксем лартнӑ, 10-мӗш гимназие ун ячӗпе панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |